Т Типшӗм рулит 18.06.2026 16:46 · 👁 134 Михаил Васильевич Игнатьев пиртен яланлӑха уйрӑлса кайни 6 ҫул паян.Астӑватпӑр.Хисеплетпӗр.Юрататпӑр.🙏🙏🙏
Т Типшӗм рулит 18.06.2026 13:16 · 👁 135 Камӑн пурнӑҫӗ ҫип ҫинче, Кам халӗ вӑрҫӑ хирӗнче. Ман парӑм сирӗн умӑрта, Сирӗн сывлӑхшӑн - ҫак ҫурта. Кам хыт аманнӑ - сипленет, Тепри кӗҫех штурма кӗрет. Кам БКпа УАЗ ҫинче, Пурнӑҫпа вилӗм хушшинче. Темле пулсан та ҫил-тӑвӑл, Ыйтатӑп: таврӑнӑр сывӑ. Тӑван кил хапхине уҫӑр, Тур пулӑштӑр!Ҫапла пултӑр! Ҫӗнтерӳ ҫитӗ - юрлӑпӑр, Эсир чӗрӗ ҫеҫ таврӑнӑр! Вӗҫлентӗр ҫак юнлӑ вӑрҫӑ, Кун иртрӗ.Кӑмӑлӑм хуҫӑк. 18.06.2026 Шупашкар Типшӗм Сашук